Шупашкарта турккӑ ӑсчахӗсен Эмине Йылмазӑн тата Фейзи Эрсоян чӑваш чӗлхипе культурине халалланӑ кӗнекисене хӑтлама палӑртнӑ. Мероприятие ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче 15 сехетре ирттерме шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Эмине Йылмаз (качча кайнӑ хыҫҫӑн унӑн хушамачӗ Джейлан пулса тӑнӑ) — паллӑ турккӑ тӗпчевҫи. Доктор кандидатне вӑл чӑваш чӗлхин историлле фонетики темӑпа хӳтӗленӗ. Хӑтлава унӑн «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Ses Bilgisi» (чӑв. Чӑваш чӗлхин историлле фонетики) тата «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Morfoloji» (чӑв. Чӑваш чӗлхин историлле морфологийӗ) кӗнекисене кӑларӗҫ. Унӑн «Ҫuvaş Atasözleri ve Deyimleri» (чӑв. Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсем) чӑваш сӑмахлӑхӗпе те паллашма май килӗ. Турцире ун пек кӗнекене пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ иккен. Йылмаз турккӑлла Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспине» те куҫарнӑ. Хӑтлава пыракансем унпа та паллашайӗҫ.
Фейзи Эрсоя «Турккӑпа монголсен чӗлхе ҫыхӑнӑвӗсем тата чӑваш чӗлхи» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Ӗҫе вӑл икӗ ҫул каялла уйрӑм кӗнекен кун ҫути кӑтартнӑ. 2010 ҫулта турккӑла пичетленнӗ чӑваш чӗлхин грамматикипе те, Улӑп-паттӑрсем ҫинчен каласа кӑтартаканнипе те паллашма май туса парӗҫ.
Удмурт Республики Чӑваш Енрен тӗслӗх илнӗ. Вӗсем икӗ чӗлхеллӗ предприятсем валли ҫыпӑҫтаркӑч кӑларма тытӑннӑ.
«Вераськиськом удмурт кылын» (чӑв. «Удмуртла калаҫатпӑр») ятлӑскере «Удмуртлык» общество тата ҫамрӑксен «Шунды» организацийӗ пуҫарнӑ. Хастарсем удмуртла калаҫакан ҫынсем ӗҫлекен организацисене ҫакнашкал наклейкӑсене, паллӑсене саккас пама сӗнеҫҫӗ. Ку предприятире удмурт чӗлхипе те пулӑшу илме май пуррине кӑтартать-мӗн. Кун пирки финн-угор пӗлтерӳ службин социаллӑ сетӗнче пӗлтернӗ.
Малашне йӗркелӳҫӗсем удмурт чӗлхипе пулӑшу илме май пур вырӑнсен (организацисен) карттине тӑвасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе, Ижевскри предприятисенче удмурт чӗлхипе усӑ курни чӗлхене аталанма май парать.
Кунсӑр пуҫне «Удмурт кылэз уже кутэны дась» (чӑв. «Удмурт чӗлхипе усӑ курнине ырлатпӑр») тесе ҫырнӑ стикерсем сарӑлӗҫ. Вӗсене удмурт чӗлхипе калаҫман ҫынсем ӗҫлекен организацисене сӗнӗҫ.
Малашне удмурт чӗлхипе калаҫассине аталантарнӑ учрежденисем валли преми пама йышӑнасшӑн.
Ҫак пуҫарӑва йӗркелеме акан 24-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхипе пуҫарнӑ ҫакнашкал акци хӗтӗртнӗ-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗн конференци залӗнче «Чӗвӗлти чӗкеҫе — 10 ҫул. Чӑваш чӗлхин Пӗтӗм Раҫҫейри вӑйӑ конкурсӗ» кӗнекен хӑтлавӗ пулӗ. Ӑна «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурс 10 тултарнӑ ятпа кӑларнӑ. Унта ҫак ҫулсенче иртнӗ вӑйӑсенчи мӗн пур задание кӗртнӗ.
Кӗнекене чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, шкул ачисем валли хатӗрленӗ. Пӗр сӑмахпа, вӑл чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансемшӗн усӑллӑ.
«Чӗвӗлти чӗкеҫ» пӗрремӗш хут 2004 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери «Кенгуру» (математика), «Русский медвежонок» (вырӑс чӗлхи) конкурс вӑйӑсем евӗрех.
Чӗлхене вӗренесси хӑш-пӗр ачашӑн — тунсӑх ӗҫ. «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вара ҫак шухӑша сирет, чӗлхепе кӑсӑкланма хистет. Вӑйӑ конкурса шкулсенче ирттереҫҫӗ. Унти ӗҫсене шкулта лайӑх ӗлкӗрсе пыракансем те, япӑх вӗренекенсем те пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.
2004 ҫулта «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурса Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан ачисем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 18 019 ҫын. 10 ҫула пӗтӗмлетсе пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче «Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс — 10 ҫул. Опыт. Ыйтусем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗсен республика конкурсӗ иртнӗ.
Республика конкурсӗн юлашки тапхӑрне хутшӑнма Шупашкар хулинчен 3 кабинет, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен 1-ер кабинет тивӗҫнӗ.
Документсене тишкернӗ хыҫҫӑн жюри членӗсем кабинетсен танлашӑмне (рейтингне) тунӑ, чи пысӑк балл пухнӑ пӳлӗмсемпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ.
Чи пысӑк балл пухса 1-мӗш вырӑна Елчӗк районӗн Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗ йышӑннӑ (ертӳҫи — Н.А. Левая). 2-мӗш вырӑна Муркаш районӗн Ҫатракасси вӑтам шкулӗн кабинечӗпе (ертӳҫи — Л.В. Никитина) Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 19-мӗш шкулӑн кабинечӗ (ертӳҫи — С.А. Алексеева) тухнӑ. 3-мӗш вырӑна йышӑнма Канаш районӗн Сухайкасси вӑтам шкулӗпе (ертӳҫи — В.М. Иванова) Шупашкар хулин 29-мӗш шкулӗн кабинечӗсем (ертӳҫи — В.
Нумаях пулмасть Мурманскри патшалӑх ӑслӑлӑх вулавӑшӗн таврапӗлӳ залӗнче I Чӗлхесен фестивалӗ иртнӗ. Мурманскри чӑвашсем Иван Яковлев ҫуралнӑ кунне халалласа мероприяти ҫулленех йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал Мурманскри «Чӑвашсен культура обществи» общество организацийӗпе Мурманскри патшалӑх ӑслӑлӑх вулавӑшӗ пуҫарнипе Чӗлхе фестивальне йӗркелеме шухӑшланӑ.
2010 Ҫырав поляр унки леш енчи Кольскра 110 ытла национальноҫ пурӑннине палӑртнӑ. Пӗтӗмпе Мурманск облаҫӗнче 795,4 пин ҫын пурӑнать. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — вырӑссем (89 процент). Иккӗмӗш вырӑнта — украинсем. Виҫҫӗмӗшӗнче — беларуҫсем. 4-мӗш вырӑнта — тутарсем, 5-мӗшӗнче — азербайджансем. Кунта 1,8 пин чӑваш пурӑнать. Ҫавӑн пекех Мурманск облаҫӗнче абазинсем, коряксем, кумандинсем, мансисем, хантсем… пурӑнаҫҫӗ. Анчах вӗсен йышӗ 10 ҫынран иртмест.
Чӗлхесен фестивалӗнче иврит, саам, беларуҫ, украин, нимӗҫ, чӑваш чӗлхисем пирки хӑтлав кӑтартнӑ, информаципе паллаштарнӑ. Кольскри саам радиовӗн директорӗ Валентина Совкина пӗрремӗш тухса калаҫнӑ. Кольск ҫурмаутравӗнче 1,6 пине яхӑн саам ҫын пурӑнать иккен. Галина Зенькович «Иврит» темӑпа калаҫнӑ.
Чӑннипе пушшех чарман-ха. Тахҫантанпах сутӑнса пӗтнӗ кӗнекене кӑлараҫҫех, анчах халех мар. Орфографи словарне кӑларассине 2015 ҫула куҫарнӑ иккен. Кун пирки Чӑваш чӗлхе комиссийӗн ларӑвӗнче Юрий Виноградов хӑй пӗлтерчӗ.
Ку йышӑну орфографи ыйтӑвӗсем тавра пуҫарӑннӑ тавлашу пирки тухнӑ пулать. Кӑҫалпа ҫитес ҫул ҫак ыйтупа ҫавра сӗтелпе ӑслӑлӑх конференцийӗ иртмелле — вӗсем тавлашуллӑ вырӑнсене уҫӑмлатса парасса кӗтеҫҫӗ.
Асаилтеретпӗр, нарӑс уйӑхӗнче орфографи словарьне ҫӗнӗрен пичетлесе кӑларасси пирки хыпар пулнӑччӗ. 2002 ҫулта харӑсах икӗ орфографи словарӗ пичетрен тухнӑ — пӗрине А.А. Алексеев пухса хатӗрленӗ, теприне — Юрий Виноградов арӑмӗпе пӗрле (вӑл шкул ачисем валли шутланать пулас). Иккӗмӗшне пичетлесшӗн те ӗнтӗ.
«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хӑйӗн сайчӗн официаллӑ версине чӑвашла кун ҫути кӑтартма тытӑннӑ.
Вырӑслинче евӗрех материалсене икӗ тӗрлӗ уйӑрнӑ: пӗрисем — хыпарсем, теприсем — статьясем. Хыпарсен рубрикаторӗ вырӑсла версирен кӑштах уйрӑлса тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унта «Чӑваш Ен», «Политика», «Экономика», «Чӗлхе», «Истори», «Йӑла-йӗрке» категорисене уйӑрнӑ.
Хӑш-пӗр материала (сӑмахран, сылтӑм енчи колонкӑри икӗ статьяна) вырӑсла пичетлемӗҫ, вӗсем чӑвашла версипе паллашакансем валли кӑна пулӗҫ.
Пӗр чӗлхерен тепӗрне куҫмаллине сайтӑн ҫӳлти сылтӑм кӗтессине вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла версие хута яриччен ӑна чылай вӑхӑт тӗрӗслев-меслетпе ӗҫлеттернине пӗлтереҫҫӗ.
Ӗнер, ҫӑвӑн 16-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш чӗлхе комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Пӗлтӗр ҫак комисси пӗрре те пухӑнманнине шута илсен ку самай пӗлтерӗшлӗ пулӑм теме пулать.
Пӗтӗмӗшле 4 ыйту сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах институт директорӗ Юрий Николаевич Исаев Пӗрлехи чӗлхе комиссине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн яваплӑхне куҫарни пирки пӗлтерчӗ. Унччен, асаилтерер, ку тивӗҫе икӗ министерство пурнӑҫлатчӗ — вӗренӳ тата культура министерствисем. Юрий Николаевич чӗлхе комиссийӗн малашнехи ӗҫӗ епле пуласси пирки те чарӑнса тӑчӗ. Вак-тӗвек ыйтусемпе — тӗслӗх вырӑнне ҫыравҫӑсен псевдонимӗсене епле ҫырмаллине татса панине илсе пачӗ — ӗҫлеме шутламанни ҫинчен каларӗ. Комисси малашне министерствӑсенче мар, институт яваплӑхӗнче пулнӑран вӑл ҫивӗчрех ыйтусем тӑратма шутлани пирки пӗлтерчӗ.
Иккӗмӗш ыйтура Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ пулчӗ. Геннадий Дегтярёв ӑсчах вӑл епле иртни пирки тата ҫитес ҫул ӑна мӗнлерех йӗркелеме шутлани пирки (сӑмах май, диктанта чӗлхе комиссине шантарса парасшӑн) каласа пачӗ.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктантне» пиллӗк паллӑлӑх ҫырнӑ ачасене, ҫамрӑксене татат ыттисене чыслӗҫ. Кун пирки ЧПГӐИ сайчӗ пӗлтерет. Чыслав 15 сехетре пуҫланӗ.
Унсӑр пуҫне текста «тӑваттӑпа» «пиллӗк» хушшинчи хаклавлӑх ҫырнисене те ахаль хӑвармӗҫ — вӗсене ӗнертерӳ хучӗпе (сертификатпа) тивӗҫтерӗҫ.
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акан 25-мӗшӗнче 13:00 сехетре иртнӗ. Ӑна 3-4 ҫӗрте вуланӑ, ҫавӑн пекех Чӑваш наци радиовӗпе итлесе ҫырма май пулнӑ. Кӑҫалхипе ӑна иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. «5» паллӑлӑх пурӗ 136 ҫын ҫырнӑ, тепӗр 52-шӗ — «тӑваттӑпа» «пиллӗк» хушшинче. Пӗтӗмпе кӑҫал 3 100 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Аудиторисенче 633 ҫын ҫырнӑ пулсан, тӗнче тетелӗ урлӑ тата наци радиовне итлесе — ыттисем. Ытларах 13–16 ҫултисем тата 30–45-рисем ҫырнӑ тесе палӑртаҫҫӗ.
«Шкулта» журналӑн ҫӗнӗ номерӗ тухнӑ. Унта яланхи пекх уроксенче усӑ курмалли ҫӗнӗ материалсем пур. Хальхинче чӑваш литературипе, методикӑпа, биологипе чӑваш чӗлхин хутӑш урокӗнче усӑ курма меллӗ материалсем кӗртнӗ журналӑн ҫӗнӗ номерне.
Ҫавӑн пекех «Шкулта» журналӑн редакторӗ хӑйӗн чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ шухӑшӗсене «Тӑван чӗлхе пирки тата...» статьйинче ҫутатса панӑ. Вӑл нумай чӑваш шухӑша яраса шанас килет.
Унсӑр пуҫне интернет журналта «Чӑваш ачи, сассуна пар» видеосӑвӑсен конкурсне хутшӑннӑ ачасемпе вӗрентекенсем валли электрон сертификатсем кӗртнӗ. Вӗсене классемпе ӳсӗм ушкӑнӗсене пайланӑ, ҫапла вара кирлӗ ушкӑна уҫласа илсе кашни хӑйӗн сертфикатне пичетлесе кӑларма пултарӗ. Журналӑн тӗнче тетелӗнчи адресӗ — http://www.shkul.su.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.